Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юмах чӗлхи яка пултӑр

Юмах жанрӗ пирки «Тӑван Атӑл» журналта (2008, 4№) Раиса Сарпи ҫырнисене тишкернӗ май сӑмах хускатнӑччӗ ӗнтӗ. Статья вӗҫӗнче ҫак калаҫӑва ҫыравҫӑсене хутшӑнма чӗнсе калани те пурччӗ. Шел, кӑмӑл тӑвакансем курӑнмарӗҫ. Калаҫӑва хамӑнах малалла тӑсма тивет.
Паллӑ ӗнтӗ, юмах вӑл сӑнарлӑ шухӑшлава пӑхӑнса хывнӑ хайлав. Иртнӗ ҫулсенче ҫыравҫӑсен юмахӗсемпе халапӗсем те курӑнкаларӗҫ. Ӑнӑҫлисем вара нумаях мар. Алла ручка тытаҫҫӗ те ҫырса каяҫҫӗ, хӑйсен капашсӑр пысӑк пӗлӗвне пула вулакана вӗрентсе, ӑс парса ҫырма тӑрӑшаҫҫӗ. Юмахра вӗрентсе калани мар, ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине кӑтартса, сӑнарласа пани кирлӗ. Илер-ха ачасем юратакан «Ҫарӑк» юмаха. Унта никам та пӗр-пӗрне вӗрентсе калаҫмасть, юлашкинчен тавах сана, шӑши, эсӗ пулӑшман нулсан ҫарӑк кӑларса ҫиесси пулмастчӗ тени те ҫук. Ку шухӑша ачасем хӑйсемех тавҫӑрса илеҫҫӗ.
Акӑ ман умра Г.Н. Волковӑн 2007 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Кил илемӗ» кӗнеки. Унта ачасем валли ҫырнӑ юмахсемпе калавсем. Хуплашки те илемлӗ, хучӗ те чи пахи. Ӑслӑ шухӑшсемпе пуян кӗнеке. Анчах юмахсенче каллех вӗрентсе калани нумай. Чӗлхе енчен те шӑйрӑксем тӗл пулаҫҫӗ. «Вӑрманта» юмахра: «Чӗлхепе Атӑла та пӗвӗлеме пулать», — тени пур. Вырӑсларан куҫарса каланӑскер пуль ӗнтӗ. Ҫакӑ кӑнттам сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кулӑшла янӑрать, «чӗлхепе» тени «кӗреҫепе» тенӗ пекех илтӗнет. Кунта «шухӑшпа» е «сӑмахпа» тени вырӑнлӑрах пулатчӗ.
«Пилпе арӑслан» юмах умӗн ҫапла калани пур: «Вӑй усаллӑхра мар, усӑлӑхра». Ку вара пач та юмах чӗлхи мар, чӑвашла сӑмах ҫаврӑнӑшӗ теме те ҫук ӑна. Халӑх сӑмахӗсенче шухӑша кун пек йывӑрлатса каламаҫҫӗ, ачасем валли — пушшех.
Тепринче вара ҫапла ҫырнӑ: «Юмаха та ӑсламасӑр тума ҫук». «Тума» сӑмах кунта вырӑнсӑр. Чӑвашра «юмах каларӑм», «юмах хыврӑм», «юмах юптартӑм» тенисем пур-ха, «юмах турӑм» тенине илтмен.
«Ӑса мул тумасть, мула ӑс тӑвать», — тени тата ӑҫтан илнӗскер-ши? Ӑспа тунӑ Раҫҫей миллиардерӗсен мулне куртӑмӑр ӗнтӗ. Чӑваш мула ӗҫпе (!) пухнине хисеплет, «ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай» тет.
Юлашкинчен ҫакна калани те вырӑнлӑ пуль тетӗп. «Кил илемӗ» кӗнекери «Анне яшки — чи тутли» калава вуларӑм та тӳрех хам ҫырнине аса илтӗм. Эпӗ ӑна 1987 ҫулта «Хыпарта», унтан 1991 ҫулта «Пурнӑҫ кӗнекинче» пичетленӗччӗ. Акӑ вӑл:
«Чылай вӑхӑт иртсессӗн, пӗр ӳсӗмри ентешсем тӗл пултӑмӑр хӑнара. Пӗрне-пӗри пӳле-пӳле пуҫларӑмӑр пуплеме.
Пӗри калать, хӑй савӑнать: туянтӑм тет хура тӗслӗ ҫӗн машина, гаражне те, хам чирлӗ тесе, хут тутарса лартрӑм тет кил картинех.
Тепри калать, эх, савӑнать: тупнӑ иккен ӑшӑ вырӑн, кирлисемпе туслӑ пулса пурӑнать иккен вӑл халӑх вӑйӗпе ырӑ курса.
Виҫҫӗмӗшӗн савӑнӑҫӗ — тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер. Ялта пурӑнакан ватӑ ашшӗне ҫырнӑ иккен хӑй ҫумне. Ашшӗ пурӑнас пӳлӗмре халь усрать ав йыттине.
Черет ҫитрӗ ак мана. Мӗн калӑп-ши вӗсене? «Эп паян та савӑнсах ҫирӗм анне яшкине. Унран пахи, унран тутли маншӑн ҫук та тӗнчере», — терӗм хайхи кусене. Кӑн! пӑхрӗҫ тусӑмсем, шарламарӗҫ нимӗн те. Мӗн каласшӑн пулчӗҫ-ши? Хаклӑ тусӑм, итлекенӗм, эсӗ мӗскер шутлӑн-ши?»
Халӗ вара шалт аптратӑп, ҫак сюжета тӗпе хурса Г.Н.Волков калав ҫырнӑшӑн савӑннӑ та пулӑттӑм, анчах ун пек туйӑмшӑн сӑлтавӗ пысӑках мар ҫав. Эпӗ хамӑн прозӑлла сӑввӑма илемлӗх мелне тӗпе хурса ҫырнӑ, вӗрентсе калас тесе мар, сӑнарласа кӑтартас тесе. Паллӑ педагог ыттисене ӑс парас тесе вӗрентсе калас енне кӗрсе кайнӑ та сюжет тытӑмне, илемне сапаласа янӑ. Ҫырнӑ хайлава калав тесе ят панӑ тӑк, чӗлхе те, сӑнарлӑ шухӑшлав та ҫӳллӗ шайра пулмалла.
«Пӗри пысӑк сумма выляса илнӗ, теприн пиччӗшӗ хӗрне валли ҫав тери чаплӑ туй туса панӑ, виҫҫӗмӗшӗ служба картлашкипе ҫӳлерех хӑпарнӑ, тӑваттӑмӗшӗн кирлӗ ҫыхӑнусем пур», — тенине вуласан тӑван чӗлхемӗре пӗртте илемлӗ те пуян теме ҫук, пӗчӗк ачасем ӑнланӗҫ-ши ӑна? «Ачалӑхӑмри яшкана ҫинипех тӑранса лартӑм», — тесе ҫырни те кӑнттамӑн вуланать.
Унччен эпӗ юмах вӑл литературӑри чи йывӑр жанр тесе асӑрхаттарса ҫырнӑччӗ, халӗ те ҫавнах калатӑп. Юмах ӑстисем вӗсем тӗнчипе те ҫав тери сахал. Унта пӗр вырӑнсӑр сӑмах та пулмалла мар, геройсене те автор чӗлхипе калаҫтармалла мар, ытлашши вӗрентсе калани те ытлашши.
Юмах ҫырма халӑхран, чӑваш фольклорӗнчен вӗренни усӑллӑрах пуль. Юмах чӗлхи яка пултӑр!

Анатолий Кипеч,
«Тӑван Атӑл», 2009, 3№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-25 23:02:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5685 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем